Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Айӑп (Владимир)


Паян пире кӑлармарӗҫ урама
Ҫутӑ пӑр ҫинче калайла выляма
Ӗнер илтмен анне киле чӗннине
Сисмен тумтирсем пӑрланса шӑннине

Кантӑкран пӑхса ларатпӑр урама
Ача-пӑча пуҫтарӑннӑ выляма
Эпӗ те тухса чупаттӑм ярӑнма
Намӑс пулӗ анне куҫне курӑнма

Кунӗпе ача пӑхма хушнӑ мана
Пӗччен хӑварма ҫук пӗчӗк Ваҫҫӑна
Пӗтӗм ача яранаҫҫӗ савӑнса
Шӑллӑмпа пӑхса ларатпӑр ӑмсанса

Ҫавӑн пекех пӑхар



Тулли верси :: Статья каҫми